Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчеЧăваш Енри Амăшĕпе ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ,Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ,«Хыпар» хаçат редакцийĕ,Чăваш наци радиовĕ,Чăваш наци телекуравĕ,Тăван радио,И.Я. Яковлевячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017» акци ирттерчĕç. Диктанта Геннадий Волковăн «Ăслă ача» калавĕ тăрăх çырнă. Диктант çырма кăмăл тунисен шутĕнче пирĕн шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те пулчĕç: Эмма Николаевна Поручикова, Александра Аркадьевна Матвеева, Светлана Венариевна Пафнутьева, Елена Николаевна Назарова.