Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 9а тата 9в класра вĕренекенсем К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче пулчĕç. Экскурси хыççăн вĕсем «Путешествие в мир чувашской литературы» ятлă квеста хутшăнчĕç.Чăваш поэчĕсемпе писателĕсем çинчен кăсăклă та пăтăрмахлă ыйтусемçине хуравларĕç. ÇеçпĕлМишши, ПетĕрХусанкай, Марфа Трубина … Вĕсем чăваш литературинче мĕнле йĕр хăварнă-ши? «Чăвашкино»йĕркелекенĕ, пĕрремĕш киноактриса çинчен те интереслĕ ыйтусем хатĕрленĕ музей ĕçченĕсем. Квест иртнĕ вăхăтра Чăваш телевиденийĕн ĕçченĕсем те килчĕç. Вĕсем пирĕн шкул ачисем çинчен сюжет хатĕрлерĕç, темиçехутчен те эфиртакăтартрĕç. 9а класра вĕренекен Иванова Екатеринăран тата Кузнецова Екатеринăран интервью та илчĕç. Хĕрачасем вырăсла та чăвашла та питĕ лайăх калаçрĕç.

Чёваш чĕлхипе литературине вĕрентекен - Светлана Венариевна Пафнутьева.