Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче чăваш чĕлхи декадин планĕпе килĕшÿллĕн ачасене тăван халăхăн йăли-йĕркине, чăваш чĕлхин илемне, çепĕçлĕхне туйма вĕрентес тĕллевпе 5-мĕш классем хушшинче «Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсем»  вăйă иртрĕ. Вăййа чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине  лайăх пĕлекенсем хутшăнчĕç. Вăйă тĕрлĕ станцисем тăрăх иртрĕ. Кашни станцире ачасем хăйсен пĕлĕвне, тавçăрулăхне кăтартрĕç. Пурĕ 5 станци пулчĕ:

1- мĕш станци - Илĕртÿллĕ чăваш чĕлхи

2- мĕш станци – Чăваш енĕн паллă çыннисем

3 – мĕш станци – Чăваш  Республикинчи хуласем

4- мĕш станци  - Тупмалли юмахсем

5 мĕш станци – Ваттисен сăмахĕсем

5-мĕш классем хушшинче тăватă  ушкăн йĕркеленчĕ.  Ачасем вăййа хавхвхаланса хутшăнчĕç. Вăйă вĕçĕнче кашни ушкăн « Чăваш чĕлхине хисеплетĕп, юрататăп, упратăп!» предложени йĕркелерĕç. Вăйă пурне те килĕшрĕ, малашне те çакăн пек вайăсенче хутшăнма кăмăл турĕç.

           

         Чăваш чăлхипе литературине вĕрентекен - ПоручиковаЭмма Николаевна