Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 6- мĕш шкулти 3 е классем (вĕрентекенĕ Поручикова Э.Н.) чăваш чĕлхи эрнине чăвашла сценка лартса паллă турĕç.  Сценка ячĕ «Ула курак». Ачасем тăрăшсах сăмахсене вĕренчĕç, кашни хăйне валли маска ăсталарĕ. Пĕчĕк артистсем хăйсен вăййипе кăмăллă юлчĕç, ытти класс ачисене те кăтартма хавхаланчĕç.