Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш наци библиотеки умĕнчи И.Я.Яковлев палăкĕ умĕнче  чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе  митинг иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ: "Чăваш Республикинчи профессиллĕ çыравçăсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организаци. Уяв йĕркелÿçи - çыравçă, ЧНК проекчĕсен координаторĕ Елена Светлая, режиссерĕ - "Нарспи" клуб ертÿçи Лидия Константинова. Концерт Шупашкарти "Нарспи" халăх юрăпа ташă ансамблĕпе "Сарпике" ташă ушкăнĕн пĕрлештернĕ театрализациленĕ хăтлавĕпе пуçланчĕ. Митингăн официаллă пайĕнче Чăваш Республикин Культура, национальноç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата Шупашкар хулин Хисеплĕ çынни Николай Федорович Угаслов, «Хыпар» издательсто Çурчĕн тĕп редакторĕ тата директорĕ Татьяна Геннадьевна Вашуркина, Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Геннадий Аркадьевич Максимов, чăваш халăх поэчĕ Юрий Семенович Сементер тата ыттисем те тухса саламларĕç. Пухăннисем И.Я.Яковлевăн Халалне тепĕр хут итлерĕç, Аслă патриархăмăра асăнса, сума суса унăн палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

  Пирĕн шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем  палăк умĕнче пулчĕç, патриахăмăра пу тайрĕç. Юлашкинчен митинг-концерта пухăннисем вăйă карти туса çаврăнчĕç.

  Чăваш чăлхипе литературине вĕрентекен - ПоручиковаЭмма Николаевна